Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
1 Декабрӗн 2025, 13:00

Пушкăртстанра Пушкин карттипе туллин усă курмаççĕ

Республикăра пилĕк пин тенкĕлĕх 340 пин карта хатĕрленĕ, анчах та шкул ачисемпе студентсем культура мероприятийĕсене укçа-тенкĕн виççĕмĕш пайне кăна тăкаклаççĕ. ПР Пухăвĕн-Курултайĕн культура енĕпе ĕçлекен эксперт канашĕ асăннă федераллă программăна сÿтсе явнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: Пушкин картти Пушкăртстана 1 миллиард тенкĕ илсе килме пултарать. Пурĕ регионта çавăн йышши 340 пин карта хатĕрленĕ. Апла пулсан пирĕн республика Мускавпа Санкт-Петербург хыççăн çĕршывра 3-мĕш вырăнта.

Пушкăртстанра Пушкин карттипе туллин усă курмаççĕПушкăртстанра Пушкин карттипе туллин усă курмаççĕ
Пушкăртстанра Пушкин карттипе туллин усă курмаççĕ

- Анчах та карттăпа усă курмалли укçан виççĕмĕш пайне çеç тăкаклаççĕ. Çавна май республика çулсерен культура сферине ямалли миллиард тенке илеймест, - тенĕ ПР Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев.

Экспертсем çамрăксене картăн майĕсем пирки хастартарах пĕлтерме, çавăн пекех каникул вăхăтĕнче  мероприятисен шутне ÿстерме сĕннĕ.

Аса илтерме. Пушкин карттисене 14-22 çулсенчи Раççей Гражданĕсем валли хатĕрленĕ. Кашнин номиналĕ - пилĕк пин тенкĕ. Вĕсемпе театрсене, музейсене, куравсене, экскурсине, хамăр çĕршывра ÿкернĕ кинофильмсене çÿреме пулать. Çавăн пекех программăн укçи-тенкине лекцисемпе пĕлÿ курсĕсене тăкаклама пулать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас