Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
1 Декабрӗн 2025, 14:00

Уяв анне юратăвĕпе пĕрлĕх вăйĕн палли пулса тăчĕ

 Анне кунĕ умĕн Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнчи культура çуртĕнче ятарлă çар операцинчи салтаксен амăшĕсемпе тата мăшăрĕсемпе, «Пурте фронт валли, пурте çĕнтерÿ валли» юхăмăн волонтерĕсемпе тĕл пулу иртнĕ. Паян пире хÿтĕлекен паттăрсене (çав шутра Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă май пуçĕсене хунисем те пур) шăпах вĕсем воспитани парса ÿстернĕ.

Уяв анне юратăвĕпе пĕрлĕх вăйĕн палли пулса тăчĕУяв анне юратăвĕпе пĕрлĕх вăйĕн палли пулса тăчĕ
Уяв анне юратăвĕпе пĕрлĕх вăйĕн палли пулса тăчĕ

 Асăннă мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ çĕнтерĕве çывхартас ĕçе пысăк тÿпе хывакансемпе çапăçу хирĕнче пуç хунисен амăшсемпе мăшăрĕсене чысласси пулнă. Уяв каçĕ ăшă та хăтлă лару-тăрура иртнĕ. Урал ялĕнчи культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕн сăвви-юррисем пуçтарăннисен чунĕсене пырса тиврĕç. Çакă мероприятие хăйне майлă сĕм кĕртрĕ, çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

Малти ретре çапăçакансенвидеосаламĕсем амăшсемшĕн чăн-чăн парне пулса тăчĕç, савăннипе тата хумханнипе вĕсен куçĕсем те шывланчĕç. Мероприяти вĕçĕнче ятарлă çар операцинчи салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсене «Ăста алăсем» кружока çÿрекенсем хатĕрленĕ парнесемпе шарсем парса саламларĕç. Уяв каçĕ сĕтел хушшинче чей ĕçнипе, ăшă калаçусемпе вĕçленчĕ.    

Çак каç анне юратăвĕпе пĕрлĕх вăйĕн палли пулса тăчĕ, кашни хĕрарăм чĕринче шанăç туйăмĕ çуратрĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас