Пур хыпар та
Новости
3 Декабрӗн 2025, 13:00

Унăн пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ

Ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăхĕ Чăваш тĕррин кунне анлăн паллă турĕ. Ку датăна ахальтен суйласа илмен. Шăпах çак кун совет самани вăхăтĕнчи тĕрĕ ăсти, художникĕ, халăх ÿнерне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă, Чăваш Енри илемлĕх промыслисен предприятийĕсенче алăпа тĕрлес йăла-йĕркесене упраса хăварнă Екатерина Ефремова çуралнă. Хăй ĕçĕсене пĕтĕм пĕлĕвне, юратăвне хывса вăл шедеврсем ăсталанă. Ăстаçăсен ĕçĕсене ытараймасăр «Чăваш Ен – 100 000 тĕрĕ  тĕнчи» каларăш çуралнă.

Унăн пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ
Унăн пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ

Пĕлтерĕшлĕ кун тĕлне Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекăн филиалĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи пултаруллă тĕрĕ ăстипе, Ирина Филипповапа, тĕл пулу иртрĕ. Ирина хăй тĕрĕпе интересленме пуçланăранпа 15 çул çитнине, кăçалхи  çул уншăн юбилейлă пулнине палăртрĕ. Пĕррехинче Иринăн амăшĕ хĕрĕн аллине асамлă  йĕппе çип тыттарнă. «Аллусем сан ылтăн, чуну çутă – хăвăн пултарулăхна вĕсем пулăшнипе кăтарт», - тенĕ. Çапла унăн пÿрнисем витĕр ытарайми ÿкерчĕксем, эрешсем çуралнă. Вĕсен шутĕнче ал тутрийĕ те, минтер пичĕсем те, ал шăллийĕ те, турăш умне çакмалли карăсем те пур. Вĕсем пурте тĕрĕ ăстин кăмăл-туйăмне палăртаççĕ.

Çтерлĕ хулинчи профессипе техника колледжĕн çĕвĕçе вĕренекен студенчĕсем чăваш тĕррин уйрăмлăхĕсем пирки каласа пачĕç, кашни ÿкерчĕк мĕне те пулин пĕлтернине палăртрĕç. Мероприятие ертсе пыракан тĕрлемелли тĕрлĕ мелсем çинчен каласа пачĕ, кăтартрĕ. Çавăн пекех мероприяти тĕлне Иринăн ĕçĕсен «Чăваш тĕрри» куравне  хатĕрленĕччĕ.   

Тĕл пулăвăн тепĕр асра юлмалли саманчĕ Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ ятĕнчен Иринăна 15 çул тĕрĕ ĕçĕпе ĕçленине хакласа   Тав хучĕпе чыслани пулчĕ.

Мероприятие Хула культура керменĕнчи «Тавах»  чăваш эстрадăпа фольклор ансамблĕ (ертÿçи – О.А. Иванова) чăваш тĕрри çинчен шăрантарнă юрă та илем кÿчĕ. Ирина тĕрĕ ăсталăхĕпе паллаштармалли мастер-класс ирттерчĕ. Студентсен унпа вăрахчен уйрăлассисем килмерĕç:  пултаруллă ăстаçăн ĕçĕсене пăхса киленчĕç, сăн ÿкрĕç, ыйтусем пачĕç, паха канашсем илчĕç.

Валентина Зорина, Çтерлĕ хулинчи 6№ вулавăш ертÿçи.

 

Унăн пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ
Унăн пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ
Унăн пÿрнисем витĕр ытарайми тĕрĕсем тухаççĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас