Пур хыпар та
Новости
4 Декабрӗн 2025, 19:00

Ĕпхÿ хулинчи 11 çулхи хĕр ачана тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медальпе чысланă

Ĕпхÿ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ратмир Мавлиев Хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕçсем тăвакансен кунĕ умĕн çамрăк Полина Дудкона тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медаль парса чысланă.

Ĕпхÿ хулинчи 11 çулхи  хĕр ачана тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медальпе чысланă
Ĕпхÿ хулинчи 11 çулхи хĕр ачана тивĕçлĕ ĕçсемшĕн медальпе чысланă

Хĕр ача хăй ирĕкĕпе ырă ĕçсем тăвас ĕçе хастар хутшăнать, СВО участникĕсене пулăшмалли центр йĕркеленĕ, хăй аллипе маскировка сечĕсем çыхать, окоп çуртисем хатĕрлет, кирлĕ материалсем туянма укçа-тенкĕ пуçтарать.

Нумаях пулмасть Полина кукамăшĕпе ятарлă çар операци зонинчи ирĕке кăларнă территорисенче пулнă. Вăл çар çыннисем хăйне ярса паракан сăвăсене  вулать, видео ÿкерсе социаллă сетьсене вырнаçтарать. 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас