Депутат сăмахĕсем тăрăх, январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен страхлав пенсийĕсем ÿсеççĕ, индексаци 7,6% танлашĕ. Правительство хак панă тăрăх, ватлăхпа паракан вăтам страхлав пенсийĕ 27 пин тенкĕ таран ÿсĕ. Çаплах çар пенсийĕсем те улшăнĕç. Укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен коэффициент 93,59% таран ÿсĕ, ун хисепĕ октябрь уйăхĕнчех ÿсессе кĕтеççĕ. Çавăн пекех февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи хисепĕ те ÿсĕ, тÿлев 28 773 тенкĕпе танлашĕ. Çулталăк çурăччен ачана пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособи 10 790 тенкĕпе танлашĕ, страхланă çынсемшĕн – 83 пинпе танлашать.
Çавăн пекех 17 çула çитичченхи ачасем пур çемьесенчи уйăхсерен паракан тÿлеве пурăнмалли укçан чи пĕчĕк шайне кура тÿлĕç, 2026 çулта вăл 18 939 тенкĕпе танлашĕ.