Пур хыпар та
Новости
8 Декабрӗн 2025, 17:30

Амăшĕн пулăшаканĕсем

 Пишпÿлекри уйрăм предметсемпе тарăн пĕлу паракан 3№ шкулăн аннесене чыслассипе уйрăм йăлисем пур. Эпир паллă тăвакан нумай-нумай уяв хушшинче Анне кунĕ уйрăм вырăн йышăнать. Ку - никама та сÿрĕккĕн хăварма пултарайман уяв. Çак кун ачисене юрату, ырăлăх, çепĕçлĕх тата ачашлăх парнелекен пур аннене те тав сăмахĕ калас килет. Ку - питĕ лайăх йăла, мĕншĕн тесен аннесене мĕн чухлĕ ырă сăмах каласан та ытлашши пулас çук.

Амăшĕн пулăшаканĕсем
Амăшĕн пулăшаканĕсем

Аннесен кунĕ умĕн шкул акт залĕнче иртнĕ уяв мероприятине килнĕ хăнасем валли алăкĕсене яр! уçрĕ.

Кун евĕрлĕ конкурс пирĕн шкулта пуçласа иртрĕ, çавăнпа та çак куна питĕ кĕтрĕмĕр. «Аннен пулăшаканĕсем» конкурс программине йĕркелесе ирттерессипе малтанах пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Мероприятишĕн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Наталия Павлова тата унăн 2б класĕ яваплă пулчĕç.

Пуçтарăннисене саламласа шкул директорĕ И.Н. Родичкина тухса калаçрĕ, вăл хĕрарăм амăшсене чун-чĕререн хисепленине пĕлтерчĕ. Конкурса амăшĕпе ачинчен тăракан сакăр çемье команди хутшăнчĕ. Тĕплĕнрех каласан, кашни класран пĕршер команда. Конкурс участникĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартма, пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме май паракан кулăшла та пĕлÿллĕ ăмăртусене хутшăнчĕç. Хăйсен амăшĕсене пулăшса номерсем хатĕрленĕ ачасем те пултарулăхĕсемпе тĕлĕнтерчĕç, савăнтарчĕç. Хăнасем ачисемпе хăйсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен «Анне, манпа юнашар пул» юрăпа хатĕрленĕ  видеофильм пăхрĕç.

Тăхтавсем хушшинче çамрăк артистсем анне çинчен сăвă-юрă шăрантарчĕç, сценкăсем кăтартрĕç. Пĕри сцена çинче пĕрремĕш утăмсем турĕ пулсан, тепри шкулăн хăйĕн çăлтăрĕсем пуррине çирĕплетрĕ. Амăшсем ачисем çине ытарайми пăхса ларчĕç, вĕсемшĕн чунтан савăнчĕç. Кашни ача тухса калаçнă хыççăн тăвăллăн алă çупни вăрахчен лăпланмарĕ. Чылай амăшĕ куççульне аран тытса чарнине, уяв саманчĕ мĕн тери чуна пырса тивнине пĕлтерчĕ. Ку – питĕ кирлĕ уяв.  Вăл ачасене амăшсене упрамаллине, вĕсемшĕн тăрăшмаллине  аса илтерет. Çавăн пекех мероприяти ашшĕ-амăшне шкул пурнăçне хастар хутшăнтарас, ачасене сцена çинче тытма вĕрентес тĕллеве те пурнăçларĕ. Конкурс ĕçĕсем пĕрле ĕçлеме, ыйтусем çине хуравлама, шухăшлама, аса илме вĕрентрĕç.

Конкурс ăнăçлă иртрĕ.  Дипломсемпе наградăланă тата пысăках мар пылак парнесемпе чысланă хыççăн пурте килĕсене хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчĕç. Конкурса йĕркелекенсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçларĕç.

Пур хутшăнакана чаплă номерсемшĕн, сăнарти илемлĕ кулăшсемшĕн пысăк тав. Аннесене малашне те илемлĕ те хаваслă, ырă-сывă пулма сунатпăр.

Наталия ПАВЛОВА, Пишпÿлекри 3№ шкул вĕрентекенĕ.

  

 

 

Амăшĕн пулăшаканĕсем
Амăшĕн пулăшаканĕсем
Амăшĕн пулăшаканĕсем
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас