-10 °С
Уҫҫӑнах
«Пушкăртстан – паттăрсен çĕршывĕ. Чунĕпе вăйлă, час-часах хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр пирĕн çĕре тăшмансенчен сыхлакан салтаксен çĕршывĕ. Истори тăршшĕпе çапла пулнă, халĕ те çаплах пулса пырать.
Çĕршыв Геройĕсен кунĕнче хамăр ентешсен, ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартса сумлă ят çĕнсе илнĕ Раççей Геройĕсен мухтавлă ĕçĕсене аса илме сĕнетĕп. Пурин умĕнче те пуç таятпăр», - тенĕ çак куна халалласа ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн телеграм-каналĕнче.