Пур хыпар та
Новости
11 Декабрӗн 2025, 16:30

Олимпиада-80 упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин символĕ пулĕ

Хальхи вăхăтра талисман регистраци иртет.

Олимпиада-80 упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин символĕ пулĕ
Олимпиада-80 упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин символĕ пулĕ

1980 çулта Мускав хулинче иртнĕ Олимп вăййисен упи Раççей пĕрлешÿллĕ командин талисманĕ пулĕ. Кун пирки РФ Спорт министерствипе Олимп комитечĕн пуçлăхĕ Михаил Дегтярев пĕлтернĕ. ТАСС çырнă тăрăх, хальхи вăхăтра  тавар палли Интеллектуаллă харпăрлăх енĕпе ĕçлекен федераллă службăра регистраци иртет.

 - Командăн çĕнĕ пĕрлĕхлĕ талисманĕ хамăр çĕршывра чи паллă спорт сăнарĕ – олимп упи – пулĕ, - тенĕ  М. Дегтярев.

Раççей Олимп спорт комитечĕн пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, олимп упи «таçтан килсе тухнă кăвак упана» (маларах унпа усă курнă) улăштарĕ.

«Малашне эпир курма хăнăхнă йĕркеллĕ упа пулĕ», - палăртнă Михаил Дегтярев.      

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас