-10 °С
Уҫҫӑнах
Курава пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлекен паттăрсем çинчен каласа паракан хайлавсене те тăратнă пулнă.
«Чăвашсен еткерĕ» курав кулленхи пурнăçра усă куракан япаласемпе, наци тумĕсен пайĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне паллă çынсем çинчен те каласа панă. Асăннă выставка культура еткерне упранин пĕлтерĕшне те палăртнă. «Пушкăртстан – Урал мерченĕ» курав хамăр республикăпа тата Пишпÿлек районĕпе паллашма май панă.
Малалла шăпăрлансем тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ сăрăллă кĕнекесемпе пуян ача-пăча кĕтесне тĕпченĕ. Экскурси ачасене çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене те тĕлĕнтернĕ, çĕннине пĕлме май панă.