Раççейре ачасене турттармалли правилăсене пăхăнманшăн парăнакан штраф виçи ÿсĕ. Патшалăх Думи РФ административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодекса тÿрлетÿсем кĕртессине ырласа йышăннă.
Документпа килĕшÿллĕн водительсем асăннă йĕркене пăснăшăн икĕ пин нумайрах, пĕтĕмĕшле 5 пин тенкĕ, тÿлĕç. Должноçри çынсемшĕн штраф виçи 50 пин тенке çитĕ, юридици сăпачĕсемшĕн – 200 пин тенкĕ таран.
Çавăн пекех законра юридици сăпатне регистрацилемесĕр предприниматель ĕç-хĕлне илсе пыракан водительсем юридици сăпачĕ пекех административлă явап тытнине те палăртнă. Таксире ĕçлекен водительсем, хăйсен çине ĕçлекенсем – должноçри çынсем пекех.