- Малтанах çакна каламалла. Кăçалхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнчи канмалли куна январь уйăхĕн 31-мĕшне куçарнă. Çавăнпа та вăл Раççейре канмалли кун шутланать. Вăл уяв кунĕ мар, канмалли кун. Çавăнпа та декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчи ĕç кунĕ кĕскелмест.
Ĕç законодательствипе килĕшÿллĕн, январь уйăхĕн 1-8-мĕшĕсем канмалли уяв кунĕсем шутланаççĕ. Çак кунсенче ĕçе тухас пулсан икĕ куншăн тÿлеççĕ е канмалли кун параççĕ, урăхла каласан, отгул (РФ ĕç кодексĕн 153 статйи).
Декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕпе январь уйăхĕн 9-мĕшĕ – куçарнă канмалли кунсем. Графикпе ĕçлекенсемшĕн вĕсем ĕç кунĕсем шутланаççĕ пулсан, тÿлеве пĕр куншăн анчах параççĕ, канмалли кунпа тÿр килсен, эрнере пилĕк кун ĕçлекенсене, икĕ куншăн тÿлеççĕ. Эрнере ултă кун ĕçлекенсемшĕн январь уйăхĕн 9-мĕшĕ çеç мар, 10-мĕшĕ те ĕç кунĕ шутланать. Мĕншĕн тесен ăна РФ Правительствин 24.09.2025 çулхи 1466 хушăвĕпе килĕшÿллĕн куçарнă. Çавна май тÿлеве те пĕр куншăн çеç параççĕ.
Январь уйăхĕн 1-8-мĕшĕччен тăсăлакан канмалли уяв кунĕсем çулсерен парăнакан тÿлевлĕ тĕп тата хушма отпуск шутне кĕмеççĕ. Отпуск декабрь уйăхĕн 31-мĕшне, январь уйăхĕн 9,10,11-мĕшĕсене лекет пулсассăн отпуск тăсăлмасть, мĕншĕн тесен вĕсем ахаль канмалли кунсем шутланаççĕ.