Пур хыпар та
Новости
24 Декабрӗн 2025, 12:00

СВОра вилнĕ салтакăн ывăлĕ малти рете мотоцикл панă

Ятарлă çар операцинче пуç хунă салтакăн, Благовещенск районĕнчи Олег Маленковăн ывăлĕ Павел ентешĕсем  валли малти линие хăйĕн мотоциклне янă. Çамрăк çын салтаксене икĕ кустăрмаллă транспорт кирлĕрех пулнине ăнланать.

СВОра вилнĕ салтакăн ывăлĕ малти рете мотоцикл панă
СВОра вилнĕ салтакăн ывăлĕ малти рете мотоцикл панă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, мотоцикла ятарлă çар операци зонине, Запорожьене, ашшĕн юлташĕ, «Пионер» хушма ятлă çар çынни илсе кайнă.

Олег Маленков старшина СВО зонинче 2022 çулхи август уйăхĕнче пуç хунă. Унта вăл  контракт алă пусса хăй ирĕкĕпе кайнă. Вăл маларах та контрактпа служба иртнĕ, Абхазинче, Грузинче, Югославире, Таджикистанра , Чечен Республикинче çар командировкисенче пулнă. Командировкăсенчен пĕринче 2002 çулта ятарлă çар операцине пурнăçланă чух вĕсен ушкăнĕ засадăна лекнă, Олег йывăр аманнă, ун хыççăн тĕлĕнмелле майпа сывă юлнă.

Олег Маленкова наградăсем илме тăратнă. Виççĕмĕш Паттăрлăх орденне вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕ А.Достовалов ячĕллĕ Атăлçи Федераллă округри Пушкăрт кадет корпусĕн кадечĕ Павел илнĕ.      

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас