Пур хыпар та
Новости
25 Декабрӗн 2025, 16:08

Республикăра сакăр çын лотерея миллионерĕ пулса тăнă

Пушкăртстанра пурăнакансем çулталăк хушшинче лотерейăра 123 млн тенкĕ ытла выляса илнĕ. Раççей Финанс министерстви йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри патшалăх лотерейисен операторĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри сакăр участник лотерея миллионерĕ пулса тăнă.

Республикăра сакăр çын лотерея миллионерĕ пулса тăнă
Республикăра сакăр çын лотерея миллионерĕ пулса тăнă

Пĕтĕмĕшле илсен, парнесен мĕнпур категорийĕнче регионти 111  çын çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çулталăк хушшинче пурĕ 962 Раççей çынни бренд вăййсене пула лотерея миллионерне çаврăннă, вĕсем 2,9  миллиард тенке яхăн выляса илнĕ. 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас