Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2025, 11:30

Пушкăртстанра иртсе каякан çулăн юлашки ĕç кунĕ пуçланчĕ

Декабрĕн 30-мĕшĕнче юлашки ĕç кунĕ кĕскелмĕ. Законодательствăпа  килĕшÿллĕн, ĕç вăхăтне официаллă уявсем умĕн çеç кĕскетеççĕ. Юн кун, декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ, канмалли куна куçарнипе çеç ĕçлемелле мар кун шутланать.

Пушкăртстанра иртсе каякан çулăн юлашки ĕç кунĕ пуçланчĕ
Пушкăртстанра иртсе каякан çулăн юлашки ĕç кунĕ пуçланчĕ

РФ Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре пурăнакансем Çĕнĕ çул уявĕсенче 12 кун - декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче пуçласа январь уйăхĕн 11-мĕшĕччен канаççĕ. 2026 çулхи пĕрремĕш ĕç кунĕ тунти кун, январĕн 12-мĕшĕнче пулĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас