Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2025, 16:00

Владимир Путин Пушкăртстанăн Аслă сучĕн икĕ судйине çирĕплетнĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин федераллă судьясем çирĕплетесси пирки калакан указа алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн Пушкăртстанăн Аслă судйисем пулма Резеда Валеевапа Ольга Совинана çирĕплетнĕ.

Владимир Путин Пушкăртстанăн Аслă сучĕн икĕ судйине çирĕплетнĕ
Владимир Путин Пушкăртстанăн Аслă сучĕн икĕ судйине çирĕплетнĕ

Унсăр пуçне документра Ĕпхÿ хулинчи Октябрьский район сучĕн председателĕн çумĕ пулма Сослана Искужинана лартасси пирки те каланă.

Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче Владимир Путин район сучĕсен председателĕсене, Пушкăртстанăн Арбитраж тата Аслă судăн судйисене çирĕплетесси пирки те указ алă пуснă.   

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас