+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Тĕрлĕ тум тăхăнса килĕрен киле Çветке çÿресси мĕн авалтанах пырать. Çветке çÿрекенсем кил хуçисене ырлăх-пурлăх, тулăх тыр-пул, килти выльăх-чĕрлĕхе ĕрчеме, кил-йыша сывлăх сунаççĕ. «Карта тулли выльăх пултăр, сак тулли ача пултăр», - ыр сунса калаççĕ хăнасем кил хуçисене. Хуçасем ырă кăмăллă хăнасене тав туса тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ, пылак кучченеçсем валеçсе параççĕ.
Çак уява эпир çамрăксемпе пĕрле ирттеретпĕр. Çитĕнекен ăру хамăр йăла-йĕркесене пĕлтĕр, тăван халăх культурипе мăнаçлантăр тесе тăрăшатпăр.
Лия КИРИЛЛОВА, вулавăш ертÿçи.