Пур хыпар та
Новости
15 Кӑрлач , 16:00

Çĕрлехи пушарта икĕ çын вилнĕ

Январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕрле Кушнаренко ялĕнчи Чеверев урамĕнчи пурăнмалли çуртра пушарта  икĕ çын вилнĕ. 62 çулхи арçынпа 83 çулхи хĕрарăмăн ÿчĕсене пушар сÿнтерме килнĕ ĕçченсем тупнă.

Çĕрлехи пушарта икĕ çын вилнĕ
Çĕрлехи пушарта икĕ çын вилнĕ

Вут-çулăма РФ Шалти ĕçсен министерствин пушар кĕрешÿçисем  тĕп тунă. Вĕсем килсе çитнĕ çĕре 7х9 виçеллĕ пĕр хутлă çурт çуннă.  Асăннă ведомствăн пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх,  пушара сÿнтерме 15 çын та 8 техника явăçтарнă. Хальхи вăхăтра вырăнта следствипе оперативлă ушкăн, сăнав пушар лабораторийĕ тата  РФ Шалти ĕçсен министерствин дознавателĕ ĕçлеççĕ.  

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас