Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
16 Кӑрлач , 10:00

Луганск Халăх Республикинче юсаса çĕнетнĕ шкул уçăлнă

Луганск Халăх Республикинчи Красный Луч хулинче Пушкăртстан строителĕсем юсаса çĕнетнĕ 7№ шкул уçăлнă. Вĕрентÿ учрежденийĕ 2022 çулта вул-çулăмран хытă шар курнă.  Халĕ хула ачисем тăван шкул стенисенче виççĕмĕш вĕренÿ чĕрĕкне пуçланă. Кун пирки Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Луганск Халăх Республикинче юсаса  çĕнетнĕ шкул уçăлнăЛуганск Халăх Республикинче юсаса  çĕнетнĕ шкул уçăлнă
Луганск Халăх Республикинче юсаса çĕнетнĕ шкул уçăлнă

Шкул юсасси темиçе тапхăрпа пурнăçланнă. Рабочисем çурт тăррине, кĕмелли ушкăна юсанă, шалти стенасене илемлетнĕ, чÿречесене, шалти тата тулти инженери сечĕсемпе коммуникацисене улăштарнă, çĕнĕ котельня вырнаçтарнă. Кăçал территорине тирпей-илем кĕртесси, спорт лапамĕ вырнаçтарасси, шкул умне юсасси юлать.

«Иртнĕ çулла çак шкулта пулнă чухне физика кабинетне юсасси пирки калаçса татăлтăмăр. Çитес вăхăтра çакăн валли мĕн кирлине пурне те Красный Луча илсе килĕпĕр. Шкул пушă ларманни паха. Халĕ кунта 200 ытла ача вĕренет, пĕрремĕш классем те пур. Донбасс хулисем йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнаççĕ. Эпир вĕсене малашне те ку енĕпе пулăшатпăрах», - çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сетĕнче.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас