

Пушкăртстанра суя праваллă водителе тытса чарнă. Пăтăрмах Благовещенск хулинчи Седов урамĕнче пулса иртнĕ. ПР Тĕп патшалăх автоинспекторĕ Владимир Севастьянов каласа панă тăрăх, Çул-йĕрпе патруль службин ĕçченĕсем ВАЗ-2109 автомобиль рулĕ умĕнче ларакан 32 çулхи вырăнти арçынна тытса чарнă. Информаци базипе документсене тĕрĕсленĕ чухне водитель удостоверенийĕ суя тата урăх çыннăн пулни паллă пулнă.
Арçын водитель прави илмен иккен. Водитель удостоверенине вара интернетри пĕлтерÿ тăрăх 20 пин тенкĕпе туяннă. Транспорт хатĕрне правасăр тытса пынăшăн йĕркене пăсакан тĕлĕшпе административлă материал хатĕрленĕ. Автомобиле штрафстоянкăна вырнаçтарнă. Йĕрке пăсакана ĕç-пуçа уçăмлатма вырăнти полици уйрăмне илсе çитернĕ.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.