Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
19 Кӑрлач , 10:00

Кăçал Пушкăртстанра 400 яхăн çурта тĕпрен юсĕç

Тăкаксен пĕтĕмĕшле хисепĕ 4,5 млрд тенкĕпе танлашĕ. Пушкăртстанра 2026 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе çыхăннă  плана йĕркелес ĕç пырать. Регион операторĕн кăтартăвĕсем тăрăх пурĕ 389 нумай хваттерлĕ  çуртра 403 тĕрлĕ тĕп юсав ĕçĕ, пĕтĕмĕшле 4,5 млрд тенкĕлĕх, пурнăçлама палăртнă.

Кăçал Пушкăртстанра 400 яхăн çурта тĕпрен юсĕçКăçал Пушкăртстанра 400 яхăн çурта тĕпрен юсĕç
Кăçал Пушкăртстанра 400 яхăн çурта тĕпрен юсĕç

Юсав ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсем - çурт тăррисене (267 çурт), çурт умĕсене (4 çурт), шывпа тивĕçтерекен  (13 çурт),  шыв юхса тухакан  (14 çурт), ăшăпа (11 çурт) газпа тивĕçтерекен (2 çурт) системăсене юсасси. Çавăн пекех 70 çуртри 170 лифта çĕнетме палăртаççĕ.

 - Хальхи вăхăтра ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви, Тĕп юсав фончĕ тата муниципаллă пĕрлĕхсен администрацийĕсем  плана  тата темиçе çурт юсама (пурĕ - 4,7 млрд тенкĕлĕх) кĕртесшĕн, - пĕлтернĕ Тĕп юсав фондĕнче.

Пурĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕрлĕхлĕ пурлăха тĕпрен юсассипе çыхăннă Республика программине (2055 çулччен) 17 пин те 190 нумай хваттерлĕ çурт, пĕтĕмĕшле 71 млн тăваткал метр, кĕртнĕ.

Иртнĕ çул 692 çуртра 761 тĕрлĕ ĕç, хваттер хуçисем пуçтарнă укçапа 5,3 млрд тенкĕлĕх, ĕç пурнăçланă. 2025 çулта 272 çурт тăррине , 71 çурт умне, 107 çуртра шывпа тивĕçтермелли тата шыв юхтарса кăлармалли, 26 çуртра ăшăпа, 38 çуртра электричествăпа, 15 çуртра газпа тивĕçтермелли системăсене, 232 çуртра 623 лифт юсанă. 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас