Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
19 Кӑрлач , 09:00

Шкул ачисем харпăр хăйне тыткаланине (поведение) хаклĕç

РФ  Çут ĕç министерствинче пуçламăш, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата вăтам шкулсенчи вĕрентÿ ĕçне йĕркелес тата пурнăçа кĕртес йĕркене улшăнусем кĕртме палăртнă хушу проектне ăнлантарнă.

Шкул ачисем харпăр хăйне тыткаланине (поведение) хаклĕçШкул ачисем харпăр хăйне тыткаланине (поведение) хаклĕç
Шкул ачисем харпăр хăйне тыткаланине (поведение) хаклĕç

Документ шкул ачисен, çав шутра сывлăх енчен хавшакрах  вĕренекенсен, тыткаларăшĕсене хакламалли тĕп критерисене шута илет. Çав шута дисциплинăна пăхăнни, социаллă хутшăну, харпăр пахалăхсем кĕреççĕ.

«Ачасем хăйсене мĕнле тыткаланине хакласа паллăсем лартасси 2025-2026 çулхи вĕренÿ çулĕнчен пуçланчĕ. Унта Раççейри çичĕ пилотлă регионтан 89 шкул хутшăнать, вĕсенчен кашнинех хăйне мĕнле тытнине хакламалли сĕнекен виçĕ вариантран пĕрне суйласа илнĕ. Эксперимент пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пĕр модель суйласа илĕç. Çĕнĕ система çĕршыври шкулсенче сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлесе кайĕ, - пĕлтернĕ  министерствăра.

 Ведомствăра уçăмлатнă тăрăх, çак çĕнĕ палла пур классенче вĕренекенсене – 1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшĕччен -  лартма палăртнă.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас