Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
21 Кӑрлач , 07:00

Владимир Путин Мускав çывăхĕнчи вакăра шыва кĕнĕ

Кăçал Раççей Президенчĕ Владимир Путин Кăшарнире Мускав облаçĕнчи вакка чăмнă. Унăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ тăрăх, ку вăл президентăн хăнăхнă йăли, вăл çак йĕркене улăштармасть. Кăшт маларах вакка Беларуси Республикин Президенчĕ  Александр Лукашенко та чăмса тухнă. «Пул Первого» телеграм-канал пичетлесе кăларнă видеоролик çинче Беларуси ертÿçи вăрăм шурă кĕпепе пулнă. А. Лукашенко шыва кĕнĕ вăхăтра çыран хĕрринче ăна юратнă йытти, Умка ятлă шпиц, пăшăрханса кĕтсе тăнă. Сывлăш температури -15 пулнă.

Владимир Путин Мускав çывăхĕнчи вакăра шыва кĕнĕВладимир Путин Мускав çывăхĕнчи вакăра шыва кĕнĕ
Владимир Путин Мускав çывăхĕнчи вакăра шыва кĕнĕ

Мускавра шыва кĕме 40 вырăн хатĕрленĕ. Вĕсем январь уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче ĕçленĕ.  Кăшарни каçĕнче Мускав облаçĕнче -19 градус пулнă. Шыва кĕмелли лапамсене ытти регионсенче те йĕркеленĕ. Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Кăшарнире кашни çулах Чăваш Енри вакка чăмать.

 - Йăлана кĕнĕ тăрăх, эпĕ кашни çулах Кăшарнире Чăваш Ене вĕçетĕп.  Чиркÿре кĕлĕре пулнă хыççăн, ăна Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий ирттерет, шыва кĕретĕп. Кăçал çветтит тунă шыва Василий Атте  служба ирттерекен арçынсен мăнастирĕпе юнашар хатĕрленĕ вакăра кĕтĕм.  Мăнастир çумĕнчех купель йĕркеленĕ, Атăлта  шыва кĕмешкĕн пăра касса  ятарлă лапам хатĕрленĕ. Çак йăлана кашни çулах юлташсемпе, пĕр шухăшлисемпе, пулăшакансемпе пĕрле пурнăçлатпăр. Шыва чăмнă хыççăн тÿрех сивĕ пек туйăнать, тухсассăн шăрăх, çăмăл пулса каять, чуна хавхалануллă кăмăл-туйăм ярса илет, - тенĕ Анатолий Сергеевич.

Станислав Садальский актер пĕлтернĕ тăрăх, унăн кăçал çак йăла-йĕркене пурнăçлама май пулман.  

 - Эпир çĕнĕ спекталь лартатпăр. Çавăнпа та репетицине çÿретпĕр. Киле таврăнтăм та çывăрма выртрăм. Вунă сехетре çывăрса кайрăм. Çĕрле тăрса пĕр ванна шыв тултартăм. Ирхине кĕтĕм. Хам ăшăмра ку Кăшарни  шывĕ тесе шутларăм, - тет актер.

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра 57 районта 99 шыва кĕмелли вырăн хатĕрленĕ. Пурĕ пăрлă шыва 26 231 çын чăмнă. Турă хушнипе кашнинех сывлăхлă пулмалла пултăр.    

 

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас