+28 °С
Облачно


РФ Патшалăх автоинспекцийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вырăна çийĕнчех ДПС экипажĕ тухнă. Куракан пĕлтернĕ информаци пĕтĕмпех çирĕпленнĕ. Машинăра Зианчура районĕнчи 55 çулхи ÿсĕр арçын ларнă. Алкотектр сывласа илекен сывлăшра 0,376 мл/л алкоголь пуррине кăтартнă. Çакă арçын ÿсĕррине çирĕплетнĕ. Водитель тĕлĕшпе «ÿсĕрле транспорт хатĕрне тытни» статьяпа административлă материал хатĕрленĕ. Автомобиле ятарлă стоянкăна вырнаçтарнă. Йĕркене пăсакана пысăк штраф тÿлеттерĕç е машинăпа çÿремелли правасăр хăварĕç.