+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Юратнă тăманисем артистăн икĕ алли çинче те пур. Çавăн пекех Р. Юльякшин хăй тахçанах кунпа çĕре пăтраштарни, тăмана пек çĕрле ĕçлени пирки пĕлтерет.
«Кашни алă çинче пĕршер тăмана, - каласа панă Элвин Грей. - «Мĕншĕн тăмана?» ыйтăр эсир. Çак тату – манăн ÿт çинчи пĕрремĕш ÿкерчĕк. Тăмана – ахаль кайăк çеç мар, вăл - мана сăнарлани. Вăл шăплăхра, хула çывăрса кайсан, таса шухăшсемпе кĕвĕсем юлсан ĕçлет. Манăн пĕлтерĕшлĕ юрăсем шăпах çавăн пек вăхăтра çуралчĕç. Халĕ тăмана – манăн тĕп талисман тата мĕнпур пулас трекăн иккĕмĕш авторĕ. Вăт, тен, тăмана илсе ярас?»