+28 °С
Пӗлӗтлӗ


ПР Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, малти пассажир ларкăчĕ çинче аллине ача тытнă хĕрарăм ларнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 36 çулхи водителĕн эрех-сăра ĕçнин уçăмлă паллисене асăрханă: пичĕ хĕрелнĕ, эрех шăрши кĕнĕ, калаçăвĕ ăнланмалла мар пулнă. Арçынна алкотестерпа тĕрĕсленме сĕннĕ. Прибор сывласа кăларакан сывлăшра 0,224 мг/л алкоголь пуррине кăтартнă. Водителе руль умĕнчен хăтарса ун тĕлĕшпе «пассажирсене турттармалли правилăсене пăсни тата ÿсĕрле транспорт хатĕрне тытса пыни» статьяпа административлă материалсем хатĕрленĕ. Автомобиле ятарлă тăраткăча вырнаçтарнă.