Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
28 Кӑрлач , 12:00

Пушкăртстанра ял хуçалăх продукцине экспорта ăсатасси икĕ хут ÿснĕ

ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул Пушкăртстан пĕтĕм тĕнчери 35 çĕршыва 530 пин тонна ытла  ял хуçалăх продукцийĕ ăсатнă.

Пушкăртстанра ял хуçалăх продукцине экспорта ăсатасси икĕ хут ÿснĕПушкăртстанра ял хуçалăх продукцине экспорта ăсатасси икĕ хут ÿснĕ
Пушкăртстанра ял хуçалăх продукцине экспорта ăсатасси икĕ хут ÿснĕ

Республикăри агропромышленность комплексĕн продукцине чикĕ леш енне сутассин калăпăшĕ ÿсни «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн тĕллевĕпе килĕшсе тăрать.

 - Пилĕк çул хушшинче Пушкăртстанри агропромышленность комплексĕн продукцине экспорта ăсатасси икĕ хута яхăн ÿснĕ, - палăртнă правительствăн вице-премьерĕ – ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.  – Çак вăхăт хушшинче 3 млн тонна ытла продукци, 1,8 млрд долларлăх, сутнă.

Экспорта ăсатнă ял хуçалăх продукцийĕн 67 ытла проценчĕ çу продукцийĕ, 20% яхăн апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленность продукцийĕ, 3% ытла сĕт-çу продукцийĕ, 3% - тĕш тырă культурисем, 3% - ыттисем.

ПР Ял хуçалăх министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, ĕç йăлана кĕнĕ партнерсемпе те пырать, çавăн пекех экспорт валли çĕнĕ рыноксене  те алла илеççĕ. Паянхи тĕп рыноксем – Казахстан, Турци, Узбекистан, Китай тата Азербайджан.

«Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ «Тивĕçлĕ тата тухăçлă ĕç, ăнăçлă предпринимательство наци тĕллевĕн витĕмĕпе пурнăçа кĕрет. Унăн тĕп тĕллевĕ - 2030 çулччен чĕртавар тата энергетика таварĕсен шутне кĕмен таварсене  2020 çулпа танлаштарсан -  70% çитересси. 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас