Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
29 Кӑрлач , 12:00

Пушкăртстанри экспертсем кушаксем пирки интереслĕ фактсем пĕлтернĕ

ПР ветеринари енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче килти выльăх-чĕрлĕх, кушак пурнăçĕнчи интереслĕ фактсем пирки каласа панă. Кушаксем хăйсен пурнăçĕн 70 процентне çывăрса ирттереççĕ иккен.

Пушкăртстанри экспертсем кушаксем пирки интереслĕ фактсем пĕлтернĕПушкăртстанри экспертсем кушаксем пирки интереслĕ фактсем пĕлтернĕ
Пушкăртстанри экспертсем кушаксем пирки интереслĕ фактсем пĕлтернĕ

- Кушаксем 100 яхăн тĕрлĕ сасă кăлараççĕ. Йытăсем  10 çеç, - пĕлтернĕ специалистсем.

Чи пысăк кушак аçин тăршшĕ  -  1,2 метр ытла.

 - Кушаксем çынна пăхăнтарас тесе «мяу» тенине улăштарма пултараççĕ. Сăмахран, апат çиесси килсессĕн ача сассипе макăраççĕ, - ăнлантарса панă ПР ветеринари енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче.

Тата тепĕр интереслĕ факт  - кушаксен 20 ытла мыщци хăлхисем хускалнишĕн яваплă

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас