Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн , 10:00

Пушкăртстанра пурăнакан хĕрарăм «Поле чудесра» автомобиль выляса илнĕ

Межгорье хулинче пурăнакан Людмила Мельникова «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» передачăна Пушкăртстан пылĕпе, çĕр çырли варенийĕпе, хăйĕн ансамблĕпе тата хут купăспа кайнă. Ăна «Парне» сектор лекнĕ. Леонид Якубович телеертÿçĕ хĕрарăма çине тăрсах 170 пин тенкĕ илме сĕннĕ. Анчах вăл укçа илме килĕшмен, «хура ещĕк» суйласа илнĕ. «Пĕтĕм ял пăхать, пĕтĕм Межгорье пăхать. Приз!», - çирĕппĕн каланă Людмила Мельникова.

Пушкăртстанра пурăнакан хĕрарăм «Поле чудесра» автомобиль выляса илнĕ
Пушкăртстанра пурăнакан хĕрарăм «Поле чудесра» автомобиль выляса илнĕ

Шалти туйăм хĕрарăма улталаман, мĕншĕн тесен унта автомобиль уççи выртнă.

«Ĕненĕр, тĕлĕнтермĕшсем пулаççĕ, вĕсем пулса иртеççĕ», - тенĕ шоу çĕнтерÿçи.  

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас