Пур хыпар та
Новости
4 Нарӑсӑн , 18:00

Парăмлă нумай ача амăшĕ морозильникре пытанса ларнă

Суд приставĕсем час-часах парăмçăсене халиччен пулман вырăнсенче, путвалсемпе нÿхрепсенче, краватьсем айĕнче тупаççĕ. Алимент тÿлемен черетлĕ хĕрарăм хăйĕн çаврăнăçулăхĕпе тĕлĕнтернĕ.

Парăмлă нумай ача амăшĕ морозильникре пытанса ларнă
Парăмлă нумай ача амăшĕ морозильникре пытанса ларнă

Республикăри суд приставĕсен службинче пĕлтернĕ тăрăх,  амăшне ашшĕ-амăш прависенчен хăтарнă хыççăн çулĕ çитмен ачисене пăхасси ашшĕн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Нумай ача амăшĕ çемйине пăрахса хăйшĕн пурăнма тытăннă. Ăна алимент тÿлеттермелле тунă, анчах та вăл суд йышăнăвне шута илмен. Парăм хисепĕ 500 пин тенкĕпе танлашнă.

Белокатай районĕнче пурăнакан 38 çулхи хĕрарăма хăйĕн ачисене ним вырăнне хуманшăн уголовлă майпа явап тыттарнă. Хĕрарăм темиçе уйăх колони-поселенире ирттернĕ, анчах хăй валли тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвайман. Гражданка тĕлĕшпе татах уголовлă ĕç пуçарнă. Нумай ачаллă амăшне допроса чĕнтернĕ, анчах суд приставĕсем ăна уйрăм алăкĕ умĕнче кĕтсе илеймен. Вара парăмлă хĕрарăм килне васканă.

Ăна пропискăра кăтартнă адреспа шыраса тупма май килмен. Унпа пурăнакан арçын вăл килте çуккине, хăй тахçантанпа пĕччен пурăннине ĕнентернĕ. Иккĕмĕш хутĕнче кун пек сценари иртмен. Парăмçăн кÿршисем ачасен амăшне нумаях пулмасть хăйсен картишĕнче курни пирки пĕлтернĕ. Çуртăн кашни кĕтесне пăхса тухнă суд приставĕсем кайма хатĕрленнĕ. Анчах вĕсен куçĕ тĕлне кухньăра ларакан арча евĕр морозильник лекнĕ. Хĕрарăм ун ăшне пытанса ларнă.

Гражданкăна отделение илсе çитернĕ. Çитес кунсенче суд нумай ачаллă амăшĕн малашнехи шăпи пирки йышăну тăвĕ.    

 

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас