-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Следстви тăрăх, ачасем 15 пин тенкĕ укçашăн пуйăссен хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă чугун çул оборудованине чĕртсе янă. Ку Раççей интересĕсене хирĕç ĕçлекен интернет-вербовщиксен заказĕ пулнă. Çул çитмен çамрăксене полицейскисем тытса чарнă. Шантарнă укçана шкул ачисем илеймен. Вĕсен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çамрăксене «Малтан калаçса татăлса ушкăнпа терроризмла ĕç тунăшăн» статьяпа айăпланă. Следовательсем çулĕсем çитмен ачасене ухтарнă, допрос тунă, экспертиза ирттерме палăртнă. Суд вĕсене ирĕксĕр хăварнă.