Пур хыпар та
Новости
5 Нарӑсӑн , 16:00

Владимир Путин вырăс чĕлхине аталантарас тата пулăшас ыйтусемпе хушусем панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин вырăс чĕлхине РФ патшалăх тата РФ халăхсен чĕлхисем пек аталантарас тата пулăшас ыйтусемпе правительство валли хушусен списокне алă пусса çирĕплетнĕ. Документсемпе Кремль сайтĕнче паллаштарнă.

Владимир Путин вырăс чĕлхине аталантарас тата пулăшас ыйтусемпе хушусем панă
Владимир Путин вырăс чĕлхине аталантарас тата пулăшас ыйтусемпе хушусем панă

Асăннă хушусене кĕскен пăхса тухăпăр. Патшалăх аслă шкулĕсем валли вырăс чĕлхипе литературин факультечĕсене йĕркелес тĕлĕшпе сĕнÿсем хатĕрлĕç.

«Раççей халăхĕсен литература шедеврĕсен библиотеки» пичетленсе тухĕ. Кĕнеке серийĕ Раççей халăхĕсен литературин паллă классикăлла произведенийĕсене вырăсла куçарнă хайлавĕсенчен тăрать. Проектпа Раççей наука академийĕн А.М. Горький ячĕллĕ Тĕнче литературин институчĕ ĕçлет.

Çĕршывра пуçламăш шкул учителĕсене хатĕрлес пахалăха ÿстерес тĕлĕшĕпе мерăсем йышăнĕç. Аслă педагогика пĕлĕвĕн вĕрентÿ программинче вырăс чĕлхипе литературине вĕренмелли тата пуçламăш шкулта вырăс чĕлхипе литература вулавĕн методикине вĕрентме уйăракан сехетсен шучĕ нумайланĕ.

РФ Вĕренÿ министерстви «Вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхи пек» тĕп вĕрентÿпе методика комплексне хатĕрлĕ.

РФ Культура министерстви Раççей Цифрăсен министертствипе пĕрле кашни çулах Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче Пĕтĕм Раççейри ача-пăча кĕнекин эрнине уçмалли савăнăçлă церемони ирттерĕ.

Цифрăллă вĕрентÿ контенчĕн библиотекинче вырăс чĕлхипе литературине вĕренмелли зал хатĕрлĕç. Унта интерактивлă заданисемпе видеолекцисем вырнаçĕç.

Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн çĕнĕ субъекчĕсенчи (Донецк Халăх Республики, Луганск Халăх Республики, Запорожьепе Херсон облаçĕсем) шкулсем валли вырăс чĕлхипе вĕрентÿ пособийĕсем хатĕрлĕç.

2026 çулта Раççейре çемье вулавне популяризацилес тĕллевпе «Çемйипе вулатпăр» Пĕтĕм Раççейри интернет-конкурс иртĕ. 

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас