-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Арçын 2022 çулта РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Çак вăхăт тĕлне унăн пиччĕшĕсем фронтра пулнă ĕнтĕ. Унта вĕсем тулли мар мобилизаципе лекнĕ.
Ятарлă çар операцийĕнче Лямин Кременной хулине ирĕке кăларнă çĕре, Бахмут еннелле кайнă çапăçусене хутшăннă. Темиçе хутчен аманнă, кашнинчех строя тăнă. Çавăн пекех Алексей эвакуаци йышăнче пĕр хутчен çеç мар аманнă юлташĕсене хăтарнă.