-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Çÿлевĕç хăй тупăшĕ çине тĕллĕ сикет. Ăна хăвалама мар, кинет тапăнма кăмăллать. Çавăнпа ăна хÿтлĕх, ишĕлчĕк, çил-тăвăл йăвантарнă йывăçсем кирлĕ. Çÿлевĕç ытларах чухне тискер чĕр чунсен сукмакĕсем тăрăх утать, унта тупăша кĕтсе илме çăмăлрах.
Наци паркĕн пресс-службинче палăртнă тăрăх, видео çинче вăл ахаль уçăлса çÿремест. Çÿлевĕç çывăхра тупăш пуррине сиснĕ.