Пур хыпар та
Новости
13 Нарӑсӑн , 18:00

Республикăра зубр ĕрчетес проект Президент фончĕн грантне çĕнсе илнĕ

- Пушкăртстанра Белоруси зубрĕсене ĕрчетессипе çыххăннă проект РФ Президенчĕн çут çанталăк фончĕн грантне тивĕçнĕ. Выляса илнĕ укçапа, ку вара 10,2 млн тенкĕ, республикăн Çут çанталăка уйрăмах сыхлакан территорисен дирекцийĕ Беларуçрен тата 9 çитĕннĕ зубр илсе килме палăртать, - пĕлтернĕ республика пуçлăхĕ хăйĕн социаллă сечĕсенче. – Аса илтеретĕп, çак экологи проектне эпир 2023 çултанпа илсе пыратпăр. Çак вăхăтранпа зубрсен йышĕ 25 пуçа çитнĕ, çав шутра  пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ 8 пăру та. 2030 çул тĕлне вĕсен шучĕ 50 çитессе палăртатпăр.

Республикăра зубр ĕрчетес проект Президент фончĕн грантне çĕнсе илнĕ
Республикăра зубр ĕрчетес проект Президент фончĕн грантне çĕнсе илнĕ

Çакна эпир йăпанассишĕн мар тăватпăр. Çĕршыв президенчĕ пирĕн ума лартнă биологи тĕрлĕлĕхне сыхласа хăварас енĕпе патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевне татса паратпăр. Тата çут çанталăк умĕнчи парăмсене тататпăр. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче зубрсем çухаласси патнех çитнĕ. Çавăнпа та эпир шайлашăва çĕнетме тивĕç, çитменнине тата пирĕн республикăра çакăн валли условисем çителĕклĕ.

Пушкăртстан – зубрсем çут çанталăк хутлăхĕнче пурăнма пултаракан пĕртен-пĕр регион.  Вĕсем «Мурадым ту хушăкăнче» пурăнаççĕ, хăйсене килти пекех туяççĕ. Мĕншĕн «килти пекех» тетĕп? Вĕсем чăннипех те хăйсен килĕнче, - тенĕ республика ертÿçи.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас