Пур хыпар та
Новости
14 Нарӑсӑн , 09:30

Вăтам професси пĕлĕвĕн ятне улăштарассине пăхса тухĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин экономика валли кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă Патшалăх Канашĕн ларăвне пĕтĕмлетсе хушусен списокне хатĕрленĕ. Хушусенчен пĕри  пĕлÿ шайне «Вăтам професси пĕлĕвĕ» парас ыйтăва пырса тивет. 

Вăтам професси пĕлĕвĕн ятне улăштарассине пăхса тухĕç
Вăтам професси пĕлĕвĕн ятне улăштарассине пăхса тухĕç

Кун пек йышăнăва патшалăх пуçлăхĕ квалификациллĕ ĕçченсене хатĕрлесси тата професси колледжĕсемпе техникумсен авторитетне ÿстересси çинчен сÿтсе явнă хыççăн йышăннă.

Çĕнĕ терминологийĕн май пур варианчĕсене Наука тата аслă пĕлÿ министерствин ĕç тăвакан влаçăн  ытти федераллă органĕсемпе пĕрле пăхса тухмалла. Йышăнăва шкул пĕтерекенсен пысăк йышне  професси суйласа илес ĕçе явăçтарас тата ĕç профессийĕсемпе паллаштарас тĕллевпе тунă.

Хушусен списокне Кремлĕн официаллă сайтĕнче пичетленĕ. Вĕренÿ шайĕн ятĕнчи улшăнусене темиçе уйăх хушшинче вĕçлеме палăртнă. Унпа çыхăннă доклада 2026 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла.

Аса илтерме, Пушкăртстанра 2025 çулта колледжсене 38 пине яхăн çын вĕренме кĕнĕ. Вĕсенчен 34 пине яхăн 9 класс пĕтерекенсем.

Справка

Раççейре вăтам професси пĕлĕвĕ – шкулпа аслă пĕлÿ хушшинче вырнаçнă вĕрентÿ картлашки. Унăн тĕллевĕ – экономикăн мĕнпур отраслĕ валли квалификациллĕ рабочисемпе вăтам звено специалисчĕсене хатĕрлесси. 

Вăтам професси пĕлĕвĕн уйрăмлăхĕ – профессие практика тĕлĕшĕнчен алла илесси çине тимлĕх уйăрни. Аслă пĕлÿ паракан шкулсем программăн ытларах пайне теорие уйăрççĕ пулсан, колледжсемпе техникумсем -  вĕрентÿ вăхăчĕн 60% професси хăнăхăвĕсене алла илессине. Студентсем предприятисенче практика иртеççĕ, чăн-чăн оборудованипе ĕçлеççĕ тата практика тĕллевĕсене татса параççĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас