Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
15 Нарӑсӑн , 10:00

Обществăлла апатлану тупăшĕ 67 млрд тенкĕпе танлашнă

2025 çулта Пушкăртстанри обществăлла апатлану тупăшĕ 67,7 млрд тенке çитнĕ. Çак хисеп Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2024 çулхипе танлаштарсан 3,6% нумайрах пулнă.

Обществăлла апатлану тупăшĕ  67 млрд тенкĕпе танлашнăОбществăлла апатлану тупăшĕ  67 млрд тенкĕпе танлашнă
Обществăлла апатлану тупăшĕ 67 млрд тенкĕпе танлашнă

Атăлçи федераллă округра обществăлла апатлану çаврăнăшĕпе республика виççĕмĕш вырăнта тăрать. Асăннă отраслĕн чи пысăк тупăшне Тутарстан Республики – çулталăкра 97,3 млрд тенкĕ (+7,5%) илет, иккĕмĕш вырăнта Самар облаçĕ – 72,1 млрд (+7,3%).

Çулталăкри чи пысăк ÿсĕм 13,7% Удмуртинче палăрнă, Саратов облаçĕнче 10,8 процента (30,8 млрд тенкĕ таран) тата Эрĕнпур облаçĕнче 9,1 процента (23,9 млрд).

Пурĕ Атăлçи федераллă округра обществăлла апатлану предприятийĕсем çултан çула 5,6% ÿссе 535,3 млрд тенкĕ тупăш кăтартнă. Раççейре асăннă отрасль кăтартăвĕ кашни çул 8,7% ÿссе тупăш 4,27 трлн тенкĕпе танлашнă.

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас