Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн , 14:09

Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă

Февраль уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн отчетлӑ пухăвĕ иртрĕ. Çак  кун Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Николай Михайлович Ефимов çуралнипе те паллă, вăл пурăннă пулсан 105 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă
Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă

Пуху Раҫҫей, Пушкӑртстан, чӑваш гимнӗсене ура çине тăрса итленинечен пуҫланчӗ. "Сарпи" профессиллӗ ансамбль "Алран кайми аки-сухи" чӑваш гимне юрларӗ, пухăннисем те хăйсен сассисемпе хутшӑнчӗҫ. Çавăн пекех уява "Тавах"  халӑх фольклор ансамблӗ те (ертӳҫи - Ольга Иванова) илем кӳчĕ.

Автономин ертӳҫи Оксана Федорова иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчӗ. Вӗсем сахал мар, чи пысӑк  мероприяти -"Ачалӑх тӗнчи" фестиваль. Чăваш наципе культура автономийĕн хастарĕсем хулара иртекен мероприятисене те хастар хутшӑнаççĕ. Черетлӗ канашлу-ларусем вӑхӑтлӑ иртеççĕ, унта ӗҫ планӗсене, вĕсене пурнӑҫа кӗртмелли мелсене сӳтсе яватпӑр. Тӑван халӑхшӑн тăрăшакан ытти ентешсемпе курнӑҫса хамăра тата халăха канăç паман ыйтусене сÿтсе яватпăр, вĕсене татса памалли çул-йĕр шыратпӑр. Паянхи кун чӑваш халӑхне пӗр чӑмӑра пуҫтарасси ҫивӗч тӑрать - республика шайӗнчи чӑваш наципе культура автономийĕпе ытти тӗрлӗ пĕрлĕхсене пӗрлештересси. Ку шухăша Пелепей хулинчен килсе ҫитнӗ РФ ЧНКАн Мӑн Канашӗн пайташӗ Владимир Яковлев та уҫса пачӗ.
Ҫтерлӗ хула администрацийӗн общество институчӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен  пайăн специалисчӗ, ПР Ҫтерлӗ хулин Обществăлла палатин пайташӗ Константин Колоколов автономи ӗҫӗсем пирки нумай ырӑ сӑмах каларӗ, пӗр чӑмӑра пуҫтарӑнни халӑхăн вӑйне ÿстернине пĕлтерчĕ.
Чӑвашсем пӗр чӑмӑра пуҫтарӑнса, пӗр-пӗрне пулӑшса, ӑнланса пурӑнмалла. Çак шухăша мероприяти вăхăтĕнче пухăннисем пĕрре мар палăртрĕç. Геннадий Челпир, Мударис Сафин, Людмила Маркина, Георгий Степанов, Николай Федоров, Мария Воробьева, Оксана Бабикова тӗрлӗ комисси ертÿҫисем асăннă шухӑша хӑйсен сӑмахӗсемпе ҫирӗплетрӗҫ. Паянхи кун чăваш хастарӗсен тӗп тӗллевĕ – пĕрле тӑван чӗлхепе  культурине, йӑли-йӗркисене упраса хӑварасси.
Общество ӗҫӗнче палӑрнисене вырăнти автономи ертÿçи Оксана Федорова Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ. Хамӑр йыша Юрий Ефимов, Александр Данилов, Ирина Кириллова çĕнĕ пайташсем хутшăнчĕç. Ҫамрӑксем пире ӑнланни, пирӗн ӗҫе малалла тӑсма хатӗр пулни савӑнтарать. Пӗр чӑмӑра пуҫтарӑнар та вӑйлӑ пулар!

Ҫтерлӗ хулинчи ЧНКА пресс- служби.

 

Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă
Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă
Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă
Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă
Çтерлĕри ЧНКА иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас