Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Любовь Пашина «Тăван чĕлхе» темăпа уçă заняти, çавăн пекех куракансемпе ачасем валли квест-вăйă ирттернĕ.
РФ тата ЧР Писательсен союзĕсен членĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пайташĕ Аркадий Русаков «Историри чăваш йĕрĕ» («Чувашский след в истории») кĕнекин хăтлавне ирттернĕ. Вăл ачасене сăвăсен пуххипе паллаштарнă, вĕсене нумай çул хушшинче пичетленсе тухнă кĕнекисен пуххине парнеленĕ. Хаклă хăнан пухмачĕнче чăваш халăх историйĕ çинчен çырнă кĕнекесем нумай.
Çавăн пекех пуçтарăннисен умĕнче РФ тата ЧР Писательсен союзĕсен членĕ, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зинаида Сурпан тухса калаçнă. Унăн сăввисен кашни йĕркинче çынсене, Тăван çĕршыва, тавралăха юратни палăрса тăрать. Вĕсем тăрăх нумай юрă хывнă. Юрăсенчен пĕрне Олеся Дмитриева педагог тата Галина Кириллова методист шăрантарнă. Шкул вĕренекенĕ Влада Петрова Аркадий Русаковăн «Эпĕ Пушкăртстанра çуралнă» сăввине тăван чĕлхепе илемлĕн каласа панă.
Литература каçне «Нарспи» чăваш халăх фольклор ансамблĕ хăйĕн шухă юрри-ташшисемпе илем кÿнĕ.