«Рейтинг методологийĕ регионта пурăнакансен ыйтăмĕсем, статистика тата геоаналитика кăтартăвĕсем çинче никĕсленет. Тĕпчев ирттернĕ чух пурнăçри тĕп сферăсене пырса тивекен 12 юхăмпа 149 кăтартăва шута илеççĕ. Вĕсем шутне пурлăх ырлăхĕ, сывлăх сыхлавĕ, вĕренÿ, хăрушсăрлăх, спортпа культура аталанăвĕ тата ытти те кĕреççĕ», – ăнлантарса панă Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Республика ертÿçи юлашки çулсенче регион аталану енĕпе ырă динамика кăтартнине палăртнă.
«Иртнĕ çул эпир пуçласа пысăк пахалăхлă пурнăç регионĕсен теçеткине кĕтĕмĕр, 2021 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх 40 вырăнта пулсан та. Çак цифрăсем хыçĕнче ертÿçĕ ушкăнĕн масштаблă та кăткăс ĕçĕ тăрать. Паллах, эпир малалла та çынсене пирĕн республикăра пурăнма, ĕçлеме, вĕренме, ачасене ÿстерме ункайлă пултăр тесе тăрăшăпăр, – тенĕ Радий Хабиров.