Пур хыпар та
Новости
23 Нарӑсӑн , 13:00

Тантăшĕсене тапăннă ачасем тĕлĕшпе приговор йышăннă

Çтерлĕ хулинче тантăшĕсене тапăннă çулĕсем çитмен виçĕ ача тĕлĕшĕпе приговор йышăннă. РФ Следстви управленийĕн республикăри следстви  комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи декабрь - 2025 çулхи апрель уйăхĕсенче яшсем обществăлла вырăнсенче ним çукран сăлтав тупса хăйсемпе тантăш ачасене тапăннă, хĕненĕ, хăшĕ-пĕринчен укçа, хаклă япаласем ыйтнă.

Тантăшĕсене тапăннă ачасем тĕлĕшпе приговор йышăннă
Тантăшĕсене тапăннă ачасем тĕлĕшпе приговор йышăннă

Фигурантсенчен пĕри хăй пуçарнă çапăçупа хирĕçÿ вăхăтĕнче сиенленнĕ телефонĕшĕн компенсаци вырăнне хăй тапăннă ачаран 7 пин тенкĕ ыйтнă. Пусăма вăйлатас шутпа паллаканĕсене явăçтарнă. Вĕсем инкек тÿсекене хĕнесе пĕтернĕ, укçа памасан татах та хĕнессипе хăратнă.

Çавăн пекех судпа айăпланнă килти арестри тепĕр çын пусмăрлассипе хăратса мессенджер урлă пĕлĕшĕнчен укçа ыйтнă. Хăрушлăхран шикленсе инкек тÿсекен ăна темиçе хутчен укçа куçарса панă. Малалла усал шухăшлă çын çулĕ çитмен ачана хăйĕн хваттерĕ патĕнче тĕл пулма ыйтнă, çĕçĕпе хăратса карас телефонне туртса илнĕ.

Суд приговорĕ тăрăх, çулĕсем çитмен ачасене 3,5 çултан пуçласа 4,5 çул таран условлă майпа ирĕксĕр хăварма йышăннă.

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас