Пур хыпар та
Новости
25 Нарӑсӑн , 17:29

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата халăхсен пĕрлĕхне халалласа

Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ĕпхÿ районĕнчи Хăмăшлă ялĕнче Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа анлă мероприяти иртрĕ. Ăна Ĕпхÿ районĕнчи чăваш культура обществи (председателĕ - Наталья Ахряпова) йĕркелесе ирттерчĕ. Мероприятие А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин, тĕрлĕ хирĕç тăрусен ветеранĕсен Канашĕ хутшăнчĕ.  Ветерансен Канашĕн делегацийĕ йышĕнче Н.А. Михайлов, Ю.П. Михайлов, П.В. Демченко, И.А. Данилов, Н.И. Петров чăваш хастарĕсем пулчĕç.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата халăхсен пĕрлĕхне халалласа
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата халăхсен пĕрлĕхне халалласа

  

Уява йĕркелесе ирттерме Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа театр студине (ертÿçи - Елизавета Иванова) йыхравларăмăр. Ушкăн артисчĕсем питĕ пултаруллă. Вĕсем «Вăрçă хĕрарăмĕсем» театр композицине лартрĕç. Асăннă композици пирĕн халăхăн пурнăçĕпе трагедине, Тăван  çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче арçынсемсĕр тăрса юлнă ял хĕрĕсемпе хĕрарăмсен кăмăлне, ĕçченлĕхне кăтартса пачĕ. Спектакль вăрçă пĕтни çинчен сводка илнипе, савăннипе тата вăрçă хыççăнхи пурнăçа лайăхлатмалли плансемпе вĕçленчĕ. Çавăн пекех Хăмăшлă ялĕн тирпейлĕ те хăтлă сцени çине «Элем» фольклор ансамблĕн (ертÿçи – Елена Степанова) артисчĕсем те тухрĕç.  Ушкăн ытармалла мар илемлĕ  чăваш юррисем  шăрантарчĕ.

Н.А. МИХАЙЛОВ.    

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата халăхсен пĕрлĕхне халалласа
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата халăхсен пĕрлĕхне халалласа
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тата халăхсен пĕрлĕхне халалласа
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас