«Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурса чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен 4 курс студентки Ольга Никитина ертсе пычӗ. Конкурса хутшӑнакансене Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн тутар тата чăваш филологи кафедринче вӑй хуракан Л.В. Коротаева доцент саламласа ӑнӑҫу сунчӗ.
Жюри пайташĕсем Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Л.А. Афанасьева, Çтерлĕ хулинчи патшалăх театрпа концерт пӗрлешӗвӗн илемлĕ сăмах ăсти Н.А. Спиридонова, пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче 5-мӗш курсра вĕренекен Анна Данилова студентка пулчӗҫ.
«Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурса ҫулсеренех тӑван чӗлхе кунне халалласа ирттеретпĕр. Кӑҫал чӑваш чӗлхипе тухса калакансен конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне чӑваш халӑх поэчĕн Яков Ухсайӑн сӑввисене пăхмасăр илемлӗн вуласа кӑтартрӗҫ.
Тутар тата чăваш филологи кафедри конкурсантсене кĕнеке парса савӑнтарчӗ.
Конкурса хутшăнакансене тата вӗсен ертӳҫисене саламлатпӑр. Малашне те ҫакӑн пек хастар пуласса шанатпӑр.
Малти вырӑна тухнисене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗнче кĕтетпĕр.
Ольга НИКИТИНА, Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 4-мӗш курс студентки.