Пушкăртстан Республикин сахăр завочĕсем 2025 çулхи сахăр кăшманне майĕпен тирпейлесе пĕтереççĕ. Февралĕн 19-мĕшĕ тĕлне «Раевсахар» компанире тата Чишма сахăр заводĕнче 1 млн та 726 пин тонна ытла тымар çимĕç хатĕрленĕ. Предприятисем 228 пин тонна яхăн шурă сахăр туса кăларнă, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 8 процент нумайрах.
Пушкăртстанра 228 пин тонна сахăр туса илнĕ
Аса илтерме: 2025 çулта регионта сахар кăшманне 43 пин гектар акнă. Кăшман ÿстерекен хуçалăхсем тымар çимĕçĕн рекордлă тухăçне илнĕ – гектартан 480 центнер ытла. Пĕтĕмĕшле 2 млн тонна кăшман пуçтарса илнĕ.