

Вырăссен паллă юмахçи, Тухатмăш карчăкки, уйрăмах тĕлĕнтерсе ячĕ. Вăл килни хăнасемшĕн кĕтменлĕх пулса тăчĕ. Тухатмăш карчăкки уява хăйĕн хĕлхемлĕ вăй-хăвачĕпе, ашкăнчăк куллипе илемлетсе арçынсене хăйне майлă саламларĕ.
Малалла ял хутлăх депутатне Евгений Тимофеева сăмах пачĕç. Евгений Витальевич уяв ячĕпе саламласа çемье хаклăхĕсемпе Тăван çĕршыва хÿтĕленин пĕлтерĕшне палăртрĕ.
Уяв каçĕн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри мероприятие ятарлă çар операцийĕн паттăрĕн Андрей Ивановăн амăшĕ Ирина Семеновна Мазуренко хутшăнни пулчĕ. Зал ăна сумласа та чысласа тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Пуçтарăннисем Андрей Иванов паттăра хисеплесе шăплăх минучĕпе асăнчĕç.
Концерт программи тĕрлĕ енлĕ те илĕртÿлĕ пулчĕ. Уйрăм солистсем халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсене шăрантарчĕç. Залра ларакансем артистсемпе пĕрле пĕлекен юрăсене юрларĕç. Концерта çамрăк юрăçăсен – Глеб Еремеевпа Матвей Тимофеевăн – дуэчĕ патриотла юрра чун-чĕререн шăрантарнипе вĕçлерĕ. Артистсем хăйсене ăшшăн йышăннăшăн чунтан тав туса кашнине çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Каç çутă, хаваслă та кăмăллă иртрĕ, пĕрлĕх туйăмне çирĕплетрĕ.
Алена ЕРЕМЕЕВА, Мелеспуç ял клубĕн ертÿси.
Пишпулек районĕ.