Пур хыпар та
Новости
5 Мартӑн , 19:00

Республикăра 2029 çулта сивĕ асфальт туса кăларакан завод уçăлĕ

Пушкăртстан правительстви «АТМ» компанипе инвестицисене ырламалли килĕшÿ тунă.

Республикăра 2029 çулта сивĕ асфальт туса кăларакан завод уçăлĕ
Республикăра 2029 çулта сивĕ асфальт туса кăларакан завод уçăлĕ

Компани  Иглин районĕнче  сивĕ асфальт производствин заводне хăпартассине 97 млн тенкĕ ытла хывма палăртать. Предприятире тăхăр çын валли ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Пушкăртстан аталанăвĕн корпорацин специалисчĕсем «Инвестици сехетĕнче» презентаци валли документ хатĕрленĕ тата завода инженерлă сетьсене çыхăнтармалли çинчен калаçса татăлнă. Асăннă предприяти 2029 çулта уçăлĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас