Пур хыпар та
Новости
10 Мартӑн , 16:00

Пушкăртстанра ОРВИ чирĕн черетлĕ ÿсĕмĕ палăрать

Республикăра пыр-карланкăн çивĕч инфекцийĕ сарăласси вăй илнĕ. Роспотребнадзор  пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнепе танлаштарсан, вирус инфекцийĕсене çаклатакансем 8,8 процент нумайланнă. Чирлисенчен çуррине яхăнăшĕ, 47,4%, 14 çула çитичченхи ачасем.

Пушкăртстанра ОРВИ чирĕн черетлĕ ÿсĕмĕ палăрать
Пушкăртстанра ОРВИ чирĕн черетлĕ ÿсĕмĕ палăрать

Республикăра грипп вирусĕ сарăласси  самай чакнă. Сывлăшра ытларах грипп шутне кĕмен вируссем çÿреççĕ.

Надзор ведомствинче чиртен сыхланмалли мерăсем пирки аса илтернĕ: алла час-час çумалла, пÿлĕмсене уçăлтармалла, шăнса пăсăлнă чир паллиллĕ çынсемпе хутшăнасран сыхланмалла, иммунитета тĕрĕс апатпа, тулли ыйхăпа тата физкультурăпа çирĕплетмелле.

 

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас