Пур хыпар та
Новости
11 Мартӑн , 13:00

Шкул ачисене – уйрăм меню

Пушкăртстанра шкул апатланăвне лайăхлатассипе пысăк ĕç пырать. Тĕрлĕ чирпе чирлекен ачасем валли ятарлă диета рационĕ хатĕрлессине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ.

Шкул ачисене – уйрăм меню
Шкул ачисене – уйрăм меню

ПР Çут ӗҫ министерствин регионти апатлану операторӗсен республикӑри III форумӗнче регионти Сывлӑх сыхлав министерствипе пӗрле ҫӗнетнӗ меню тӑратнӑ.
Вӗсен шутне тӗрлӗ чирпе чирлĕ ачасем валли ятарлӑ рационсем кĕреççĕ. Сӑмахран, ача-пӑча самӑрлӑхĕпе кӗрешмелли меню. Çавăн пекех сайра хутра тĕл пулакан целиакия тата фенилкетонурия чирĕсем пур чух çиме юракан апатсем те.
Ятарлă апатланăва Роспотребнадзор тата Сывлăх сыхлав министерствипе канашласа тунă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас