Сергей Ярашев СВОна çар хĕсметĕнче пулнă хыççăн лекнĕ. Вăл РФ Оборона министерствипе алă пуснă та Кăнтăр округĕнчи 51-мĕш çар ретне тăнă. Йышăнăва кĕтмен çĕртен тунă.
- Вăл çар пурнăçĕ çинчен нихăçан та ĕмĕтленмен, унăн юлташĕсем те службăра пулман. Никама та, нимĕн те каламасăрах СВОна кайма шутланă, - тенĕ Татьяна Ярашева.
Сергей Ярашев ячĕ Донецк Халăх Республикин пуçлăхĕ Денис Пушилин Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулса салтак паттăрлăхĕ çинчен каласа панă хыççăн паллă пулнă. Самара ачи штурм ушкăнĕ йышĕнче Гришино ял тăрăхĕн территорине кĕнĕ те, тĕрĕссипе, пĕчченех юлнă. Вăл сывлăшран пулăшу илсе икĕ уйăх ытла позицие пĕчченех тытса пынă.
- Сергей 68 кун позицие тытнă. Тăшман тапăнăвĕсем мĕн чухлĕ пулнине пĕлетĕр-и? Ун патне çывхарма май та пулман. Çĕрле те, кăнтăрла та, артиллери хатĕрлесе айккинчен пыма та, хăтланса пăхрĕç. Коптер пулăшнипе ăна çар хатĕрĕсем те парса тăчĕç. Вăл палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларĕ, хамăр салтаксене малалла иртме май туса пачĕ, - каласа панă Денис Пушилин.
Салтака эвакуациленĕ, анчах инкексĕр иртмен. Унăн урисене тăм илнĕ, çавăнпа та икĕ урине те татма тÿр килнĕ. Халĕ Сергее госпитальте тухтăрсем пăхса тăраççĕ.
- Мĕн пулса иртни çинчен эпĕ тÿрех пĕлтĕм. Задание каятăп тесе пĕлтерчĕ, анчах мĕнле задани пулнине уçăмлатмарĕ. Малтан унăн урисене сыхласа хăварасшăн пулнă, анчах та май килмен, ампутациленĕ. Халĕ ывăлăм май пур таран хăйне лайăх туять. Эпир вара таçтах мар – мĕн пулса иртнинчен тата хамăр çине тиеннĕ тимлĕхрен шалт! тĕлĕнетпĕр, - каласа парать Татьяна.
Амăшĕ ывăлĕ яланах яваплă пулни çинчен пĕлтерет. Вăл юлташĕсене пулăшнă, чĕр чунсене хĕрхеннĕ, тăрăшулăх кăтартнă.
- Халĕ, паллах, хăйшĕн тăрăшасчĕ. Реабилитаци хыççăн вăл малти рете таврăнасшăн.
Пĕрле службăра пулнисем Сергея шанчăклă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр юлташ тесе хаклаççĕ.
- Сергей – питĕ ырă кăмăллă çын. Эпир унпа контракт пуçламăшĕнченех пĕрле пултăмăр. Май пулсан вăл яланах пулăшать, - каласа панă унпа службăра пĕрле пулнă юлташĕ.
Март уйăхĕн 11-мĕшĕнче Владимир Путин Владимир Сергей Ярашева çар тивĕçне пурнăçланă чух паттăрлăх кăтартнăшăн РФ Геройĕ ятне парасси çинчен калакан указа алă пуснă. Вăл тепĕр наградăна Маргарита Симоньян журналисткăран илĕ. Паттăра Тигран Кеосоян премийĕпе чыслассине пĕлтернĕ. Ăна нумаях пулмасть çирĕплетнĕ. Асăннă премийĕн малтанхи лауреачĕсем ачасене хĕç-пăшаллă çынсенчен хÿтĕленĕ Бугуруслан хулинчи воспитательсем пулнă. Преми виçи 1 миллион тенкĕпе танлашнă.