-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Çав шута Баймак тата Хайбулла районĕсенчи Сибай-Акьяр, Бурзян районĕнчи Старосубхангулово – Мраково, Кармаскалă районĕнчи Улукулево – Кабаково – Суук-Чишма çулсем кĕрĕç. Кун пирки ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин анлă ларăвĕнче асăннă ведомство ертÿçи Любовь Минакова пĕлтернĕ.
Аса илтерме, «шавлă» çулсене юсассипе çыхăннă регионти программăна 2022 çулта Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров йышăннă. Радий Хабиров кашни çулах правительствăна «шавлă» çулсен фондне 1 млрд таран ÿстерме хушнă. 2030 çул тĕлне ун калăпăшне 9,5 млрд тенке çитерме ыйтнă.