Вĕсем пулăшу ыйтса васкавлă службăсемпе çыхăннă. РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин ПР Патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Туймазă районĕнчи Райманово ялĕнче снегоходпа юр çийĕн уçăлса çÿренĕ вăхăтра виçĕ çын путса ларнă, вĕсенчен пĕри – ача.
Снегоходпа ярăнма тухса юр ăшне путса ларнă
Инкеке лекнисем «юр капкăнĕнчен» хăйсем тĕллĕн тухнă, медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман.
Ведомствăра палăртнă тăрăх, çулталăк пуçламăшĕнчен 112 системăна снегоходпа путса ларни пирки 21 шăнкăрав килнĕ.